Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Р (ЙЧХСПС)

Йут чӗлхесенчен хутшӑннӑ сӑмахсен пӑчӗк словарӗн пайӗ.

Раккеттӑ — ним. — Тӗрлӗ йышши тар тултарнӑ хут килсӑ тивӗртсе йарсан питӗ илемлӗн ҫунса ҫӳлелле хӑпарса кайать.
Рапхак — Ӗҫлекенсен хаккультечӗ; аслӑ шкулсене кӗме хатӗрлекен шкул; ӗҫлекенсемпе хресченсене анчах илеҫҫӗ.
Рапоччӑй — Хапрак-савӑтра, йе урӑх претприйаттинче ӗҫлекен, ҫаванта ӗҫленипе анчах тӑранса пурӑнакан.
Ратиус — лат. — Ҫаврашкара — ченттӑртан - хӗррине ҫитичен туртнӑ лини.
Ратиккал — лат. — Ратиккалисӑма хапӑл тӑвакан; политтиккӑ тӗлӗшӗнчен тӗпе йӗрӗпе улӑштарашшӑн тӑрӑшакан.
Ратиккалисӑм — лат. — 1) Политтиккӑра, хилосохвире, йе урах ӗҫре хӑй шухӑшшене тӗпӗйӗрӗпе вырӑна кӳртешшӗн тӑрӑшни. 2) пуринчен те ытла липераллӑ политиккӑ направленийӗ.
Ратий — лат. — Курӑнми хӗлхемсем кӑларакан питӗ хаклӑ елемент. Питӗ усӑллӑ йапала, анчах калама ҫук сахал.
Ратио — 1) Правлуксӑр телекрах. 2) Правлуксӑр телекрахпа йанӑ телекрам.
Раттихиккатси — лат. — Патшалӑхри чи аслӑ влаҫ пӗр-пӗр токӑвӑра тӗплесе йышӑнни.
Ратсионалис — лат. — 1) Ратсионалисӑма, теисӑма хапӑл тӑвакан; 2) пур пурӑнӑҫ ыйтӑвӗсене те пуҫри ӑсӑпа криттиклекен ҫын.
Ратсионалисӑм — лат. — 3) Ҫыннӑн ӑсӗ тӗнчере пуринчен те аслӑ, ҫын ӑсӗ пурне те тума пултарать тийекен вӗрентӳ. 2) релики ҫине, вӑл ҫын ним пӗлменнипе анчах тытӑнса тӑрать тесе пӑхни. 3) теисӑм.
Ратсионаллӑ — Усӑллӑ, тӗрӗс, тӗплӗ (пӗр-пӗр ӗҫе мӗнле тӑвасси ҫинчен калаҫҫӗ).
Раштав уйӑхӗ — Ҫулталӑкӑн ХII-мӗш уйӑхӗ — Теккапӗр.
Расхут — Тӑкак.
Рассӑ — хран. — Пӗтем етем йӑхӗ 5 рассӑ пулса тӑрать 1) Капкас расси — шурӑ ӳтлӗ ҫынсем (вырӑссем, нимӗҫсем, хрантсуссем т. ы.); 2) Монкол расси — сарӑ ӳтлӗ ҫынсем (тутарсем, киттайсем, чӑвашшем т. ы.); 3) Некӑр расси — хура ӳтле ҫынсем (некӑрсем, пушменсем т. ы.); 4) Инти расси — хӗрлӗ ӳтлӗ ҫынсем (америккӑри интейтсӑсем); 5) Малай расси — Малай утравӗсем ҫинче пурӑнакансем. Кашни рассӑ темиҫе йӑх, ӑру, халӑх пулса тӑрать. Рассӑ — етем опчӗствин ӳтпӳ паллисемпе уйрӑм тӑракан пайӗ.
Расверскӑ — Совет правиттӗлстви 1918—21 ҫулсенче хресченсенчен наттурӑпа пухакан налок йачӗ: йалти халӑх хай валли шӑп кирлӗ таран анчах хӑварса, пур ытлашши тырра хыснана памалла пулнӑ.
Р.К.П. — Раҫҫей Комунисӗсен (польшевиксен) Парттийӗ.
Р.Х.С.К.Р. — Раҫҫей Хветератсийӗн Сотсиалисӑмпа Канаш Респупликки (РСФСР).
Р.Ҫ.Л.К.С — (РЛКСМ) — Раҫҫейри Ҫамрӑксен Ленинӑн Комунисла Сойусӗ, комсомол.
Рамӑ (рамккӑ) — Карттинсене, тӗрлӗ хут таврашне, тӗкӗрсене илемлӗ курӑнмашкӑн кӳртсе лартмалли стан; чӳрече, кантӑк рамкки — кантӑка кӳртсе лартма ыраланӑ стан.
Район — хран. — Мӗнпе те пулин ытти ҫӗрсенчен уйрӑлса тӑракан оплӑҫ, окрӑк.
Рынӑк — 1) Сутуилӳ тӑвакан вырӑн, пасар. 2) Сутуилӳ.
Реакси — лат. — 2) Химире — темиҫе йапала пӗрлешнипе урӑх терлӗ йапала пулни. 2) Политтиккӑра — револьутси панӑ ирӗксене пӗтерсе, кивӗ, йурами йеркесем туни; консерваттивлӑ, кивӗ йӗркесемпе пурӑнашшӑн тӑрӑшакан парттисем, 3) орканисӑм вӑйлӑ ӗҫленӗ хыҫҫӑн сасартӑк вӑй пӗтсе ларни.
Реалисатси — хран. — Пӗр-пӗр йапалана паллӑ, пурне те курӑнакан, пур те пӗлекен туни, пурӑнӑҫа кӳртни.
Реалисӑм — хран. — 1) Литтераттурӑпа искусствӑра тӗнчене, йе ҫынсене тӗрӗс ҫырса кӑтартни. 2) Пурӑнӑҫра — пурӑнӑҫ йавленисем ҫине хӑйуллӑ, тӗрӗс пӑхса, вӗсене тӳрлетме чӑн вырӑна кӳртме пур майсем шырани.
Рекистраттӑр — лат. — Рекистратсилекен ҫын. Кӗнчелерсен — хутсене йӗркелесе ҫырса пыракан.
Рекистратси — лат. — Тӗрӗслесе йӗркипе ҫырса тухни.
Реккоментатси — хран. — Пӗр-пӗр йапалана, ҫынна, йе урӑх мӗне те пулин ырласа, лайӑх йенӗсене кӑтартса ҫырса пани, йе ахаль каласа кӑтартни.
Ректӑр — лат. — Аслӑ шкулсенче — шкула пӑхса тӑракан пуҫлӑх.
Рекламӑ — хран. — Пӗр-пӗр ӗҫ, йе йапала, йе ҫын ҫинчен ытлашши мухтаса, пурне те ҫавӑн ҫинчен пӗлтерме тӑрӑшни, пӗлтермелли майсем.
Рекламӗнт — лат. — Пуху хӑй ларӑвӗсене йӗркелес тесе ҫырнӑ, йе ахаль йышӑннӑ пӑравӗлӑсем.
Рекрес — лат. — Кайалла чакни, ӗҫ ӑнса пынӑ ҫӗртен чарӑнса кайалла чакма тытӑнни.
Реквиҫитси — лат. — Тӗрлӗ йапаласене саккун тӑрӑх хакне тӳлесе ирӗксӗр туртса илни.
Рехверат — лат. — Мӗнле те пулин ыйту ҫинчен теплӗ тунӑ токлат.
Рехвормӑ — лат. — Тӗп саккунсене тивмесӗр улшӑнусем туни.
Реппуттатси — хран. — Учрештени, йе ҫын ҫинчен ытти ҫынсем хушшинче сарӑлнӑ йат.
Реппеттитси — лат. — Пйессӑна, йе контсертсене лартма хатӗрленнӗ чух — малтан, вӗренмелле, выльаса пӑхни.
Репперттуар — хран. — Пӗр ҫесонра лартакан, йе пӗр актор выльакан пйессӑсем.
Репреҫҫи — хран. — 1) Хӑратмалла, хӑрушӑ йӗркесем; 2) Хытӑ айӑплани.
Ретактӑр — лат. — 1) Хаҫат-шурналсен, йе урӑх вӑхӑтран-вӑхӑтран тухса тӑракан хутсен ретаксине пӑхса тӑракан, вӗсемшӗн ответ тытакан. 2) Урӑх ҫын ҫырнӑ йапаласене, тӗп шухӑшӗсене улӑштармасӑр, тӳрлетекен.
Ретакси — лат. — 1) Ҫырнӑ йапалана тӗп шухӑшӗсене улӑштармасӑр тӳрлетес ӗҫ; 2) Кӗнеке-хаҫат кӑларакан учрештенин кӗнеке-хаҫата кӑларас тӗлӗшпе ӗҫлекен ҫынсем. 3) Кӗнеке-хаҫат кӑларас тӗлӗшпе ӗҫлекенсен кӗнчелерӗ, ӗҫ-пӳлӗмӗ.
Ретсептӑ — лат. — Тухтӑрсем емелсене мӗнле тӑвасси ҫинчен ҫырса панӑ хут.
Решиҫҫор — хран. — Сченӑ ҫинче пйессӑна лартнӑ чух астуса, кӑтартса, ытти арттиссене йертсе пыракан.
Решим — хран. — 1) Патшалӑх управленин характӗрӗ, йӗрки, 2) Учрештенисенче, йе ахаль пурӑнӑҫра кам та пулин хушнине тӑвакан паравӗлӑсем.
Респупликкӑ — лат. — 1) Халӑх суйласа лартнӑ ҫынсем патшалӑх ӗҫне туса тӑракан йӗрке, йе ҫаван пек йӗркеллӗ патшалӑх. Пуршуаллӑ респупликкӑ — конститтутси тӑрӑх халӑх претставиттӗлӗсем тытса тӑракан, чӑннипе, ӗҫре пур патшалӑх управлени пуршуаҫи аллинче тӑракан респуплика (Хранси). Темократиллӗ респупликкӑ — патшалӑх управленийӗ темократсен аллинче шутланакан респуликкӑ; чӑйнипе унта та пӗтӗм влаҫ пуршуаҫи майлӑ ҫынсен аллинче (Швейтсари). Канаш респупликки — мӗн пур влаҫ ӗҫлекенсен аллинче пулса тӑракан чухӑнсен, ӗҫлекенсен ирӗкне туса тӑракан респупликкӑ (Раҫҫей, Украйнӑ).
Реставратси — лат. — 1) Ҫӗнетни, пӑсӑлнӑ, йе ваннӑ пайсене ҫӗнӗрен ӗлӗкхи пекех туса хуни; 2) Пӗрре кӑларса пӑрахнӑ патша йӑхне тепӗр хут патшана кӳртни.
Ресольутси — лат. — 1) Йышӑнӑҫ, постановлени; пуху йышӑннӑ шухӑшшене кӗскен катса хуни. 2) пӗр-пӗр ӗҫ ҫинчен пуҫлӑхсем ӗҫе мӗнле тӑвасси ҫинчен хут ҫине ҫырса пани.
Реҫервӑ — хран. — Саппас, хатӗр.
Реҫӳме — хран. — 1) Пысӑк шухӑша йе темиҫе ҫын шухӑшӗсене пӗрлештерсе кӗскен каласа хуни. 2) тавлашура — хирӗҫ, йе май каланисене тӗплесе кӗскен, татаклӑ каласа пани. 3) Йулашки, татӑклӑ сӑмах.
Реҫинӑ — лат. — Кауччук йывӑҫӗн сухӑрӗ, тӗрлӗ йапаласем тунӑ ҫӗре кайать.
Релики — лат. — Тӗн, турӑсене ӗненни, ӗненес, кӗлтӑвас йӗркесемпе йӑласем. Тӗнчере темӗскер, ҫын пӗлмен, тӗнчене тытса тӑракан вӑй — турӑ — пур тесе шухӑнлани; ҫав шухӑшшем тӑрӑх тӗрлӗ турӑсене кӗлтумалли йӗркесем.
Релссӑ — анк. — Чукунҫул ҫинче ҫул тӑрӑшшӗпе урапасем валли хурса тухнӑ тимӗрсем.
Ремесле — Ал ӑсталӑхӗ.
Ренекат — лат. — Ӗлӗкхи хӑй тӗнне, хӑй ӗненӳпе, ӗлӗкхи хай шухӑшӗсене пӑрахса урӑх тӗрлӗ шухӑшлама тытӑннӑ ҫын.
Ревисор — лат. — Мӗнле те пулин учрештенисен ӗҫне ревиҫилеме хушнӑ ҫын.
Ревиҫи — лат. — Тӗрӗслени; пӗр-пӗр учрештени мӗнле ӗҫленине тӗрӗслесе пӑхса тухни.
Ревматтисӑм — хран. — Шӑмӑ сыпписене ыраттаракан чир, час тӳрленмест, шӑннӑран пулать.
Револьутси — лат. — Халиччен пусмӑрлӑхра пураннӑ ҫынсем харӑс тӑрса, вӑйпа, вӑрҫӑпа патшалӑх ирӗкне хӑйсен аллине туртса илни. Политтӑккӑ револьутси — поллиттиккӑ тӗлӗшӗнчен анчах револьутси туса влаҫа анчах алла илни. Сотсиаллӑ револьутси — влаҫа анчах мар, улпут-хуҫасен мулӗсене те туртса илсе, ӗҫлекенсен аллине паракан револьутси. Хрансири аслӑ револьутси — Хрансире 1789 ҫулта пуҫланса кайнӑ револьутси: каппитталисӑм вӑйлӑланса ҫитсе, пуршуаҫи хеоталисӑма ҫӗмӗрме тытӑннине пӗлтерет. Раҫҫейри Хевраль револьутси — Раҫҫейре 1917-мӗш ҫулта патшана кӑларса пӑрахни. Хевраль револьутси хыҫҫӑн влаҫ пуршуаҫи аллине лекнӗ. Октапӗрти револьутси — Раҫҫейре 1917-мӗш ҫулӑн Октьапӗр (Йупа) уйӑхӗнче пулнӑ револьутси: ӗҫлекенсемпе хресченсем хевральре пуршуаҫи улталанине сиссе, комуниссен партти йертсе пынипе мӗн пур ирӗке хӑйсен аллине ҫавӑрса илнӗ те, Совет влаҫӗ туса хунӑ.
Револьутсионер — хран. — Револьутсишӗн тӑрӑшакан, ӗҫлекен.
Револьвер — анк. — Кӗске, кӑсйара чиксе ҫӳремелле, темиҫе патронлӑ пӑшал.
Реорканисатси — лат. — Пӑсса ҫӗнӗрен туни.
Риккошшет — Пӑшалпа, йе тупӑпа персен пульӑ, йе йетре ҫӗре лексе тепӗр йеннелле сиксе кайни.
Рихмӑ — Сӑвӑсенче (ҫтиххотворенисенче) йӗркесем илемлӗн, пӗр сасӑллӑ илтӗнни, сӑмахӑн мусӑкӗ.
Рис — Шурӑ кӗрпе тӑвакан тырӑ: пуринчен ытла Китайпа Йапоньире акса тӑваҫҫӗ.
Роль — хран. 1) Пйессӑн пӗр актьор выльакан пайӗ. 2) пӗр-пӗр йавлени ытти йавленисем хушшинче тӑракан вырӑн, унӑн вӑйлӑхӗ.
Роман — хран. — Илемлӗ литтераттурӑра — пурӑнӑҫа тӗрлӗ йенчен кӑтартакан, анчах тӗп шухӑше йурату ҫинче тытӑнса тӑракан происветени.
Романттисӑм — хран. — 1) Литтераттурӑ историйӗнче — кивӗ, суйа клаҫҫитсисӑмпа кӗрешше, шухӑша, ханттаҫине ирӗк парса, халӑх пурӑнӑҫӗ ҫинчен ҫырма тӑрӑшнӑ вӑхӑт, 2) Шухӑшпа таҫта ҫӗкленсе кайса, ҫук йапаласем ҫннчен шухӑшлани.
Ройаль — хран. — Хӗлӗхлӗ, клавишлӑ пысӑк мусӑк инструменчӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-10-26 22:54:01 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4603 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем